9979 | Алри ӗҫе пилӗк пӳрне пек пӗлес пулать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
9980 | Алтан алтсан ан ҫывӑр. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
9981 | Алтӑр тытасси ака пуҫ тытасси мар. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
9982 | Алхасиччен ал ӗҫ ту. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
9983 | Аминь ӗҫе вӗҫлес ҫук. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
9984 | Ан ӗҫле ҫичӗ чӗрке, ту ҫичӗ ача. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
9885 | Ан кар ҫӑварна, ӳпкӳ курӑнать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
9986 | Ана ҫинче — Турӑ аллинче. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
9987 | Ана ҫинчи Туррӑн, хырӑма кӗни хамӑрӑн. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
9888 | Ана тавра ҫавӑрӑнман усал ӗҫе вӗреннӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
9989 | Ана шуратасси ҫӑмарта шуратасси мар. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
9990 | Ансат ӗҫе айван та тӑвать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
9991 | Апла та пулать, капла та пулать, ҫине тӑрсан ӗҫ пулать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
9992 | Апла та пулмасть, капла та пулмасть, ыраш ҫине тулӑ хушас, тырӑ ҫине мӑян хушас. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
9993 | Аран-аран ӗҫлекен ӗҫленӗ чух ывӑнать, тарла-тарла ӗҫлекен ӗҫ пӗтерсен ывӑнать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
9994 | Аркатма-ҫӗмӗрме ҫӑмӑл, пуҫтарма йывӑр. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
9995 | Аркине тат та ҫаннине сып. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
9996 | Аса илнӗ ака кӳлнӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
9997 | Асӑннӑ — ака кӳлнӗ тет. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
9998 | Асӑнсанах ака кӳлмеҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
9999 | Аттуна хумасӑр Атӑл орлӑ каҫаймӑн. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10000 | Ахаль лариччен кӗрӗк аркине те пулин йӑвала теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10001 | Ахаль лариччен ҫӑкӑр чӑмла. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10002 | Ахаль ларсан урасӑр-алӑсӑр ҫынпа пӗрех. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10003 | Ахаль тӑриччен урлӑ выртакана илсе пӑрах теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10004 | Ӑсмассерен турамӗ кӗмес. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10005 | Ӑста ҫыннӑн савӑлпа мӑксӑр ал-ура ҫавӑрӑнмасть теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10006 | Ӑстан кутӗнчен пӑс тухать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10007 | Ӑстана турпаспа улталаймӑн. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10008 | Ӑстаран ӗҫ хӑрать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10009 | Ӑсти епле, ӗҫӗ ҫапла. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10010 | Ватасси лайӑх та, тӑвасси хӗн. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10011 | Ватасси тӑвассиех мар. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10012 | Ватма сехет кирлӗ мар, тума ӗмӗр кирлӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10013 | Вӑтанман вӗрӳҫӗ, ӳркенмен юмӑҫӑ пулнӑ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10014 | Вӑхӑтсӑр ӗҫ — качака ӗҫ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10015 | Вунпиллӗкчен авман пилӗк йывӑрпа авӑнать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10016 | Вут ҫурнӑ ҫӗрте ҫамка та ҫурӑлма пултарать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10017 | Вут ҫурсан ҫуркам та пулать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10018 | Вут хутмасӑр ҫӑкӑр пиҫмест, ӗҫлесе пиҫмесӗр ҫурт-йӗр пулмасть. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10019 | Вырассине вырма пулӗ, акасси асаплӑ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10020 | Выртса тӑнипе хырӑм тӑранмасть. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10021 | Ӗлкӗреп текен ҫыннӑн ӗҫне ӗне чӑмланӑ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10023 | Ӗнсе хыҫнипе ӗҫ пулмасть. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10225 | Ӗсре тупнӑ телей сӑваплӑ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10025 | Ӗҫ — амӑш киллинче мар, хӗрӗн аллинче. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10024 | Ӗҫ алла ҫыпӑҫмасть. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10026 | Ӗҫ апат ыйтмасть, вӑл хӑех тӑрантарать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10027 | Ӗҫ ӑнсан пурте ӑнать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10028 | Ӗҫ ӑсталӑхран хӑрать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |